БОС экологие лайăхлатать

25 Юпа, 2016

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Шупашкар- Лада" АОра тата "Тасатакан биологи сооруженийĕсем" ПУПра пулнă.

Регион пуçлăхĕ "Шупашкар-Ладăн" дилер центрĕпе, çĕнĕ автомобильсен демонстраци залĕпе, машинăсене техника тĕлĕшĕнчен пăхма тата юсама йышăнакан зонăпа паллашнă. Суту- илÿ пайĕн пуçлăхĕ Искандер Шарипов пĕлтернĕ тăрăх — "Шупашкар-Лада" ВАЗăн Раççейри чи лайăх дилерĕсен шутне кĕрет. АО гендиректорĕ Светлана Морозова центр автомобиль сутас енĕпе ăнăçлă ĕçленине пĕлтернĕ. Кăçал 800 миллион тенкĕлĕх машина сутăнмалла.

Михаил Игнатьев Раççей автопромĕ туса кăларакан машинăсене халăх ытларах туянас тур-тăм палăрнине çирĕплетнĕ, суту-илÿ калăпăшне малашне те ÿстерсе пырса предприятие "миллиардниксен клубне" кĕме суннă.

"БОС" ПУПра унăн директорĕ Сергей Анисимов каяшсене мĕнле тасатнипе паллаштарнă. Кунта халь тасатакан сооруженисен виççĕмĕш черетне тăваççĕ, вăл пĕрремĕш линие туллин улăштарма май парĕ. Объекта çĕнетессине виçĕ тапхăра пайланă, ĕçе 2010 çулта пуçланă. 2014 çулта виççĕмĕш черетĕн пĕрремĕш тапхăрне вĕçленĕ, каяшсене типĕтекен комплекса хута янă. Кăçалхи ака уйăхĕнче тасатакан сооруженисен иккĕмĕш тата виççĕмĕш тапхăрĕсем вĕçленнĕ. Строительствăн виççĕмĕш тапхăрне 2021 çул тĕлне вĕçлесшĕн. Çакă Атăла юхтарса кăларакан каяшсен виçине чакарĕ.

Çĕнĕ технологисем шĕвĕ каяш юлашкисене чакарма, вĕсене тирпейлеме май параççĕ, çакă таврана киревсĕр шăршă сарăласран сыхланма пулăшать. Типĕ гранулăсенчен ăшă энергийĕ тăваççĕ, унпа газ вырăнне усă кураççĕ. Каяшсăр производство йĕркеленĕ. Сергей Анисимов çĕнĕ йышши комплекс ĕçĕпе ытти регион та кăсăкланнине палăртнă.

Михаил Игнатьев тасатакан биологи сооруженийĕсен реконструкцийĕпе çыхăннă анлă инвестици проекчĕ экологи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлине çирĕплетнĕ. Вăл ĕç коллективне ăнăçлă ĕçшĕн тата шыв ресурсĕсен тасалăхĕшĕн халăх умĕнче хăйĕн яваплăхне туйнăшăн тав тунă. Предприяти ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май Михаил Васильевич республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, çынсен ыйтăвĕсене хуравланă.

Е.ВОЛКОВ

Рубрика: 
Автор: