Больницăсенче çамрăк тухтăрсене кĕтеççĕ

17 Раштав, 2015

Паян Шупашкарти "Хула тĕп больницинче" "Çамрăксем - Чăваш Енри ĕç вăйĕ" дискусси иртрĕ. Асăннă медицина учрежденийĕнче чирлисене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парас ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин, Чăваш Енри Çамрăксен правительствин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Малтанах çамрăк специалистсене Хула тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Ирина Ефимова саламларĕ. Ирина Петровна пухăннисене тĕп больницăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, пациентсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе тĕрлĕ проект йĕркелени пирки каларĕ. Кăçал вĕсем патĕнче 14 çамрăк тухтăр ĕçлеме пуçланă. Çамрăк специалистсем валли тата та вырăнсем пур-мĕн. "Пирĕн патăмăра ĕçлеме килĕр, сире хамăрăн йыша хапăлласах йышăнăпăр", - терĕ Ирина Петровна залра ларакансене.

Больница И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультечĕпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Унта пĕлÿ илекен темиçе студента хушма стипенди параççĕ. Çав студентсем диплом илсен асăннă больницăна ĕçлеме килĕç. Кунта вăй хуракан тухтăрсем çулсеренех квалификацине ÿстереççĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парас енĕпе республикăра пурнăçа кĕртекен проектсем пирки каларĕ. "100 çĕнĕ ФАП", "Çĕнĕ васкавлă пулăшу", "Пациентшăн", "Тухтăрпа уçăлса çÿрени", "Юн пусăмĕн патрулĕ" тата ытти проектсем мĕнле пурнăçланни пирки каласа пачĕ.

Рубрика: