Билет хакĕ ÿсĕ

5 Çĕртме, 2018

Чăваш Республикин тĕп хулинче троллейбуспа çÿремелли çул хакĕ 20 тенкĕ таран ÿсет. Улшăну утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çакăн пирки хула администрацийĕн планеркинче пĕлтернĕ.
Тариф хакĕ ÿснине экономикăпа çыхăнтарнă. Йышăну троллейбус управленийĕн лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшĕ. Шел те, пĕлтĕр раштав уйăхĕнче çул хакне ÿстерни витĕм кÿмен. Управлени тăкакĕ тупăшран пысăкрах.
Маршруткăсен çул хакне те ÿстерме сĕннĕ. Анчах вĕсен кăçалхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен тарифа хăйсен палăртма ирĕк пур. Маршрутчиксем билет хакне хальхи пек хăварма та, ÿстерме те пултараççĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас