Библиотекарьсем яланах ăшă кăмăллă

24 Чÿк, 2015

Шупашкар хулинчи Маяковский ячĕллĕ библиотекăра питĕ хăтлă та хитре. «Медиатека» пайра кĕнеке пĕлтерĕшне самантрах туйса илетĕн. Ку «асамлă» пÿлĕм хуçи - Наталья Александровна Мингазова.

Методикăпа вĕренÿ пособийĕсемсĕр пуçне фондра вырăсла тата чăвашла çырнă кĕнекесем, юрăсен пуххисем, кассетăсем тата авалхи пластинкăсем тупма пулать. Кунсăр пуçне фонда компьютерпа, телевизорпа, видеокамерăпа, магнитофонпа, микрофонпа, проекторпа тата хальхи вăхăтри ытти техникăпа пуянлатнă. Вулакансем кирек хăш вăхăтра та Интернетпа усă курма пултараççĕ.

Библиотека специалисчĕсем - Татьяна Баранова, Анастасия Левачева, Людмила Баклушина, Ирина Шестакова, Сергей Скворцов - вулакансене компьютерпа вăхăтра тивĕçтереççĕ, яланах тарават, ырă кăмăлпа ăшшăн кĕтсе илеççĕ.

Р.ОСИПОВА.

Рубрика: 
Автор: