Айккине юхать... солярка

16 Ака, 2015

ФСИНăн республикăри управленийĕн Шупашкарти юсанмалли 4-мĕш колонийĕн пуçлăхĕн заместителĕсенчен пĕрин пирки харăсах икĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна служба вырăнĕпе усă курса пурлăх вăрланăшăн тата службăри ултавшăн шанмаççĕ.

Ĕç-пуçа Следстви комитечĕн тĕп хулари Калинин районĕнчи пайĕ тĕпчет. Унăн версийĕпе килĕшÿллĕн ИК пуçлăхĕн заместителĕ колони валли дизель топливи илнĕ май суя путевкăсем хатĕрленĕ. Çав документсене колони балансĕнчи тракторсем чăннинчен ытларах ĕçленине çирĕплетекен кăтартусем кĕртнĕ. Çапла майпа вăл 640 литр соляркăна вăрланă. Хăйĕн автомобилĕ çак топливăпа чупать те - ун валли усă курнă. Çавна май колоние 18,5 пин ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Уголовлă ĕçсене пĕр производствăна пĕрлештерсе тĕпчеççĕ. Палăртса хăварни вырăнлă: колони ертÿçисен йышĕнчи çын ултав çулĕ çине тăнине ФСИН управленийĕн сотрудникĕсем тăрă шыв çине кăларнă.

Н.СТЕПАНОВ.

Рубрика: