Айдар, Хастар, Юман çуралнă

14 Кăрлач, 2016

Çĕнĕ çула кĕтĕмĕр. Çулталăк пуçламăшĕ ырă хыпарсемпе савăнтарнă. Чăваш Енре Çĕнĕ çулта тата кăрлачăн 1-мĕшĕнче 10 ача кун çути курнă. 2016 çулта пĕрремĕш ача /ăна Тимофей ят панă/ Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă.

Сăмах май, пĕлтĕр республикăра 15 пине яхăн пепке çут тĕнчене килнĕ. Чылайăшне Кирилл, Максим, Михаил, Анна, Мария, Дарья ят панă. Ашшĕ-амăшĕ пепки валли хăйне евĕр ят суйланине те палăртмалла. Республикăра Яромир, Леон, Савир, Корнил, Добромир, Дамиан, Авдотья, Фелиция, Ясмина, Рамина, Аксения ятлă ачасем çуралнă. Чăвашла ят хуракан та пулнă: Айдар, Юман, Хастар, Алман.

Рубрика: