Айăплав та хăтармасть

28 Пуш, 2016

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çурхи призыв пуçланать. Ăна хатĕрленнĕ май Шупашкарти Мускав районĕнчи следстви уйрăмĕ Раççей Федерацийĕн УК 328-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе /хĕсметрен тарса çÿрени/ пуçарнă уголовлă ĕçсене еплерех тишкернине пĕтĕмлетнĕ.

РФ Конституцийĕн 59-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, граждансен тăван çĕршыва хÿтĕлемелле. Çак тивĕçе пурнăçламаншăн уголовлă майпа айăплаççĕ. Хĕсметрен тарса пурăнакансене 2 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Ытти айăплав та пур: 200 пин тенкĕ таран штраф е 2 çул таран вăйпах ĕçлеттереççĕ.

Ытти çулхи пекех, çартан пăрăнас тĕп йăла салтака кайма юрăхлă тесе йышăннă призывниксем çар комиссариатне пыманнипе çыхăннă.

2015 çулта Шупашкарти Мускав районĕн следстви уйрăмĕ 20 çулти каччă тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ятарлă комисси ăна салтака кайма юрăхлă тесе йышăннă. Анчах палăрт­нă кун çар комиссариатне пыман вăл. Шупашкарти Мускав район сучĕ ăна айăплă тесе йышăннă, 100 пин тенкĕ штраф тÿлемелле тунă.

Хальхи вăхăтра 21 çулти йĕкĕт тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкереççĕ. Вăл та пĕлнĕ çĕртех палăртнă кун çар комиссариатне юри кайман.

Çакна та аса илтермелле: салтака кайманшăн уголовлă майпа айăплани хĕсмете каяссинчен хăтармасть. Айăплав вăхăчĕ иртсен салтак атти пурпĕр тăхăнма тивĕ. Унсăр пуçне палăртнă штрафа тÿлемесен айăплава çирĕплетме — ирĕклĕхсĕр хăварма — пултараççĕ.

Н.ПЕТРОВА,

РФ СК ЧР Управленийĕн Шупашкарти Мускав районĕн следстви уйрăмĕн следователĕн пулăшуçи.

 

Рубрика: