Юрий СТЕПАНОВ

27 Чÿк, 2014

Пĕрлехи йышăну кунĕнче

Декабрĕн 1-мĕшĕнче çĕршывĕпех иртекен йышăну кунне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн йышăнăвĕпе йĕркелеççĕ. Çак кун хăйсен ыйтăвĕсемпе пынă çынсемпе Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, юристсем тĕл пулĕç, хуравсене пĕрле шырĕç.

27 Чÿк, 2014

Пирĕн таса тивĕçĕмĕр

Рейхстаг çине Çĕнтерÿ ялавĕ çакнăранпа çитес çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче 70 çул çитет. Пысăк çухатупа килчĕ çав кун. Республика ăна чыслăн тата мăнаçлăн уявлама хатĕрленет.

19 Чÿк, 2014

Мускава, Президент полкне

Хĕсмет вырăнне вĕсене чыслăн ăсатрĕç. Çакăнта кăçал хĕсметре тăма тивĕçнисен йышĕнче Шупашкар районĕнчи Шорчекасси ял каччи Павел Григорьев та пур. Павел - 20 çулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультечĕн тăваттăмĕш курс студенчĕ.

Pages