Юрий СТЕПАНОВ

20 Утă, 2015

М.Игнатьев - пĕрремĕш кандидат

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ /ТСК/ июль уйăхĕн 20-мĕшĕнчи анлă ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйланма тăратнă пĕрремĕш кандидата регистрациленĕ. «Хыпар» хаçатăн пĕр кăларăмĕнче эпир Михаил Игнатьев хăйĕн суйлав докуменчĕсене ТСКна пани пирки хыпарланăччĕ.

14 Утă, 2015

Пĕрремĕшĕ пур. Вăл - Михаил Игнатьев

Спорт терминологийĕнчи "Ăнăçлă старт илекен çĕнтеретех" текен ăнлава кашниех илтнĕ ахăр. Суйлав - спортсменсен ăмăртăвĕ мар, çапах иккĕшĕ те пĕр пĕлтерĕшлĕ: хĕрÿ, таса, çивĕч. Çакна Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ хыпарпа çыхăнтаратпăр. Июлĕн 14-мĕшĕнче, 10 сехет те 43 минутра, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан Михаил Васильевич Игнатьев хăйĕн кандидатурине регистрацилеме документсене комисси членĕсене панă. "Хыпар" хаçатра эпир Михаил Васильевича яваплă çак вырăна йышăнма "Единая Россия" политика партийĕн чăваш регион уйрăмĕ сĕннине хыпарланăччĕ.

24 Ака, 2015

Ассоциаци парне хатĕрленĕ

Вăрçăн тата тылăн чылай ветеранĕ сывлăхĕ хавшанипе хваттертен тухсах çÿреймест, тăван хула мĕнлерех çĕнелсе улшăннине кураймасть, çавăнпа та Чăваш Енри автомобилистсен ассоциацийĕ Шупашкар хула администрацийĕпе пĕрле «АвтоЭкскурси» акци ирттерсе вĕсене çăмăл машинăсемпе хула тăрăх экскурсие илсе тухĕç, волонтерсем хулан паянхи çитĕнĕвĕпе, çĕнĕ урамсемпе, микрорайонсемпе паллаштарĕç. Экскурси хыççăн ватăсене кĕрекене пухĕç, вĕсен çамрăклăхĕ вăхăтĕнчи юрăсене шăрантарĕç, парнесемпе хавхалантарĕç.

21 Ака, 2015

Лауреатсен йышĕнче - ĕçтешсем те

Чăваш Енри виçĕ журналист «Раççейшĕн» Халăх фрончĕ» общество юхăмĕн пуçарăвĕпе иртнĕ «Чăнлăх тата тĕрĕслĕх» конкурсра малти вырăнсене йышăннă. Комисси пирĕн ĕçтешсен ăсталăхне пысăк хак панă, социаллă пĕлтерĕшлĕ çивĕч темăсемпе çырнă хайлавĕсене премисемпе чыслама палăртнă. Вĕсем «Халăх фрончĕн» апрелĕн 25-28-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче иртекен медиафорумне хутшăнма ирĕк пур.

21 Ака, 2015

Лайăххипе юнашарах - япăххи те

Лайăххипе юнашарах - япăххи теХăй вăхăтĕнче, тĕрĕсрех - 1839 çулта, I Микулай патша каланă «Раççейре икĕ инкек - çулсем тата ухмахсем» сăмах çаврăнăшĕн пĕрремĕш пайĕ паян та чăнлăхпа тÿр килнĕн туйăнать. Хĕллехи вăхăтра та, çуркуннепе кĕркунне те самаях терт кăтартать вăл çÿрекене. Унăн чăнлăхне тĕрĕслеме Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин пуçарăвĕпе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-тур йĕркелерĕç. Унта хутшăнакансем Канаш тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллашрĕç.

Pages