Юрий СТЕПАНОВ

7 Çурла, 2015

Вăраха ямасăр татса парĕç

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Раççей Президенчĕн пирĕн республикăри йышăну пÿлĕмĕнче çынсене хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе йышăнчĕ. Пурнăç - пурнăçах, унта темĕн тĕрлĕ ыйту та сиксе тухать.

5 Çурла, 2015

Лав вырăнтан хускалчĕ...

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ку ырă хыпара республикăри строительство комплексĕн предприятийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ ларăва уçнă чухне пĕлтернĕччĕ. Сăмах Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн федерацин Атăлçи регионĕнчи субъектсен ĕç тăвакан влаç органĕсемпе канашласа Шупашкар ГЭСĕн строительствине вĕçлемелли план-графика хатĕрлесе çитермелли тата унта палăртнă ĕçсене пурнăçлама тытăнасси çинчен кăларнă Хушу пирки пырать.

31 Утă, 2015

Суйлав иккĕмĕш тапхăра кĕрет

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе депутачĕсен суйлавĕн пĕрремĕш тапхăрĕ - суйлава хутшăнма ирĕк паракан документсене пухасси, вĕсене тишкересси тата кандидатсене регистрацилесси - вĕçленчĕ. Тĕрĕссипе, вырăнти влаçа кĕме хатĕрленекенсен кăштах вăхăт пур-ха: документсене вĕсенчен август уйăхĕн виççĕмĕшĕччен йышăнаççĕ. Яваплă тапхăрăн малтанхи хĕрÿ вăхăчĕ мĕнле иртнипе халăха паллаштарас тĕллевпе Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене пресс-конференцие пухрĕ.

21 Утă, 2015

Çын правине хÿтĕлесси - тĕпре

ЧР Общество палатин тытăмĕнчи сăнав комиссийĕн /ОСК/ çĕнĕ председателĕ Ирина Булыгина ертсе пынипе хăйĕн пĕрремĕш ларăвĕнче унчченхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашлăхра пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç, Чăваш Республикин Общество палатине тата хăйсен ячĕпе килнĕ çырусене тишкерчĕç.

Pages