Юрий СТЕПАНОВ

6 Çу, 2014

Çĕнĕ палăк умне - чĕрĕ чечексем

Ку монумент - Чăваш Ен хăйĕн паттăрĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнма çĕкленĕ палăк. Çурçĕр Кавказри, Грузипе Абхази, Грузипе Кăнтăр Осети хушшинчи юнлă хирĕç тăрусене, Югославири мирлештерекен миссие 6898 ентеш хутшăннă, çар тивĕçне причакран пăрăнмасăр пурнăçланă. Чылайăшĕн çулĕ çуралнă кĕтесе каялла выртман, 156 çар çыннипе право хуралĕн ĕçченне тăван тăрăха тупăкра илсе килнĕ.

Халĕ пуç хунă тăванĕсене пуç таймалли вырăн пур, вăл "Çĕнтерÿ" мемориал комплексĕнче вырнаçнă. Ăна паян уçрĕç.

Тĕплĕнрех - "Хыпарăн" çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи номерĕнче.

30 Ака, 2014

«Ас тăвăм вахтине» тăчĕç

Студентсен «Ас тăвăм» шырав отрячĕ кашни çулах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хаяр тăшманпа çапăçса пуç хунă паттăрсен вил тăприсене шыраса тупма вăрçă шавĕ кĕрленĕ вырăнсене тухса каять.

29 Ака, 2014

Республика уява хатĕр

Историре мăнаçлăх паллипе çырăнса юлнă сăваплă кунччен - Çĕнтерÿ уявĕччен - шутлă кунсем кăна юлчĕç. Ăна çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи канашлăвне пĕтĕмлетÿллĕ тесен те йăнăш мар: çав тапхăрта мĕн пурнăçланине тишкерсе хак пачĕç, кăлтăксенчен хăтăлмалли çул-йĕре шырарĕç.

28 Ака, 2014

Каллех тепĕр çулхи уявччен?..

Республикăри чылай ял-поселока, район центрĕпе хулана илсе çитернĕ мана журналист çулĕ-ĕçĕ. Кирек ăçта пулсан та кашнийĕншĕн ялан сăваплă пулмалли вырăна - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин юнлă уй-хирĕсенчен тăван кĕтесе чĕрĕ-сывă таврăнма пÿрмен, пĕр-пĕр яла е хулана тăшманран тасатнă чухне пуç хунă паттăрсене асăнса, вĕсен ячĕсене халăх чĕринче хăварас тесе лартнă палăксемпе çывăх çыннисемпе тăванĕ-пĕтенĕ ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă çăва-масарсене тирпейлесе-пăхса тăнине сăнаса халĕ çеç хам пулнă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата кунта пурăнакансен пуçарулхне хак паратăп.

Pages