Яна ГОЛУБЕВА

2 Mar, 2015 | Пулса иртни

Шупашкарти Калинин район сучĕ 28-ти çамрăк тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕскер çăмăллăн та хăвăрт пуйма тапаланнă, анчах - саккуна пăсса.

Суд палăртнă тăрăх, арçын темиçе çул ĕнтĕ синтетика наркотикĕсен пысăк виçине упрать, сутать. Чăваш Енри наркотĕрĕслев службин ĕçченĕсем сутаканпа темиçе туянакана тытса чарма пултарнă. Шупашкар каччин 10 çул та 11 уйăх кирпĕч шутлама тивĕ. Ăна пуйма пулăшакансен, туянакансен тĕлĕшĕпе те уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсене тĕрлĕ майпа айăпланă, çав шутрах - ирĕклĕхсĕр хăварса та.

Яна ГОЛУБЕВА.

Subscribe to Яна ГОЛУБЕВА