www.hypar.ru

Паян – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Ăна çулсерен нарăсăн 21-мĕшĕнче уявлассине 1999 çулта çирĕплетнĕ. ЮНЕСКО палăртнă тăрăх, тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра пачах та çухалма пултарать. Ун чухне вара халăх та пĕтет.
Асăрханă-и, ют чĕлхе вĕренсен эсир тепĕр халăхăн шухăшлавĕпе паллашатăр, сирĕншĕн çĕнĕ тĕнче уçăлать. Çавăн пекех ачаранпах чăвашла пуплени халăхăн историне, тĕнче курăмне упраса хăварма май парать.

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕпе «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçат редакцийĕ «Ял историне пĕлетĕр-и?» конкурс пуçараççĕ.
Конкурс тĕллевĕсем:
— шкул ачисене тăван ял историне пухма тĕпчевлĕ-шыравлă ĕçе явăçтарасси;
— çамрăк тавра пĕлÿçĕсен тăван чĕлхе пуянлăхне, тавра курăмне ÿстерме пулăшасси;
— шыравлă ĕçе вĕрентекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарасси.
Пултарулăх ăмăртăвне 7-11-мĕш классенче вĕренекенсене хутшăнма чĕнетпĕр. Конкурс пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа акан 1-мĕшĕччен пырать. 

Эпĕ ыйтăва «Хыпар» урлă ертÿçĕсем патне çитересшĕн. Хаçатра сĕт хакĕ çинчен час-часах çыратăр, анчах пахалăхне лайăхлатассишĕн çине тăрса ĕçлени сисĕнмест. Мĕншĕн апла калатăп-ха?

«Хыпарăн» кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Гитлер тăшманĕ Маринеско кимминче» статьяра нимĕçсем лартнă мина çурăлса сирпĕннĕрен Нарва заливĕнче 1944 çулхи авăн уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче шыва путнă «М-96» кимĕре Муркаш районĕнчи Чуманкасси ялĕнче 1920 çулта çуралнă Алексей Филиппов тата Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнче 1917 çулта çут тĕнчене килнĕ Михаил Васильев пуç хуни çинчен çырса кăтартнăччĕ.

Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи хушма хуçалăхсем темĕнле чĕр чунран шар курнине пĕлтĕм. Вăл чăх-чĕпе, сурăх-качакана тапăннă-мĕн. Мĕнле тискер чĕр чун пулнине пĕлеймен иккен. Нумай пулмасть вара çÿлевĕç рысь тата росомаха пирки вуларăм. Вĕсем те сурăх-качакана, кайăк-кĕшĕке, куяна, пĕчĕкрех ытти чĕр чуна тапăнаççĕ иккен. Çÿлевĕç пирки нумайăшĕ пĕлет. Росомаха вара мĕнлерех чĕр чун-ши? Пирĕн тăрăхра пур-и вăл?

Леонид ПАВЛОВ. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Мĕшĕл ялĕ.

www.hypar.ru

Pages

Subscribe to www.hypar.ru