www.hypar.ru

29 Кăрлач, 2019

Вĕсем Ленинграда хÿтĕленĕ

«Хыпарăн» кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Гитлер тăшманĕ Маринеско кимминче» статьяра нимĕçсем лартнă мина çурăлса сирпĕннĕрен Нарва заливĕнче 1944 çулхи авăн уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче шыва путнă «М-96» кимĕре Муркаш районĕнчи Чуманкасси ялĕнче 1920 çулта çуралнă Алексей Филиппов тата Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнче 1917 çулта çут тĕнчене килнĕ Михаил Васильев пуç хуни çинчен çырса кăтартнăччĕ.

16 Кăрлач, 2019

Мĕнле чĕр чун-ши?

Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи хушма хуçалăхсем темĕнле чĕр чунран шар курнине пĕлтĕм. Вăл чăх-чĕпе, сурăх-качакана тапăннă-мĕн. Мĕнле тискер чĕр чун пулнине пĕлеймен иккен. Нумай пулмасть вара çÿлевĕç рысь тата росомаха пирки вуларăм. Вĕсем те сурăх-качакана, кайăк-кĕшĕке, куяна, пĕчĕкрех ытти чĕр чуна тапăнаççĕ иккен. Çÿлевĕç пирки нумайăшĕ пĕлет. Росомаха вара мĕнлерех чĕр чун-ши? Пирĕн тăрăхра пур-и вăл?

Леонид ПАВЛОВ. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Мĕшĕл ялĕ.

12 Раштав, 2018

Мĕншĕн тÿлемелле?

Эпĕ — 85-ре, упăшка — 89 çулта. Иксĕмĕр çеç пурăнатпăр. Пире Шупашкартан Граждан урамĕ, 77-мĕш çурт, 21-мĕш офис çÿп-çапшăн кашни уйăхра 148 тенкĕ те 88 пус икĕ çыншăн тÿлемелли çинчен калакан квитанци ярса параççĕ. Тÿлемесен — штрафпа хăратаççĕ. Эпир хамăр ĕмĕрте пĕр япала та пăрахман: çунаканнине — çунтарнă, çĕрекеннинчен вара тислĕк тунă. Мĕншĕн вĕсем çÿп-çап пăрахакансемпе çеç килĕшÿ тумаççĕ? Пире, ватă çынсене, эмел туянма та чылай укçа кирлĕ-çке.

Е.ДИМИТРИЕВА, Тăвай районĕ, Тăрмăш ялĕ.

Pages