www.hupar.ru

«Хыпар» хаçатăн кăçалхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнчи номерĕнче Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнчи Сергей Антонов хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлĕ çинчен материал пичетленчĕ. Унта хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Сергей Антонов тата унта ĕçлекен Александр Михайлович Антонов ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çитмен пирки малашне производствăна ÿстерме çул хупăннине пăшăрханса пĕлтернĕ, хуçалăх аталанăвне чарса пырас мар тесе Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнчен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр уйăрма ыйтнă.

Хаклă вулакансем, «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене — «Хыпар», «Хыпар»-эрнекун, «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Тантăш», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатсене, «Тăван Атăл», «Самант», «Тетте» журналсене — Раççей почтин мĕн пур уйрăмĕнче тата редакцие адресĕ – Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13 çуртри 318-мĕш пÿлĕме килсе туянма пултаратăр. «Чăваш пичечĕн» киоскĕсенче пирĕн кăларăмсене сутмаççĕ.

Куславккари Н.И.Лобачевский музей çуртĕнче Николай Иванович мăнукĕн мăнукĕ Ольга Юхновская тата унăн хĕрачи Екатерина Санкт-Петербургра пурăнаççĕ , музей çурт валли экспозицисем хатĕрлеме хутшăннă Стела Писарева, Хусанти Н.И.Лобачевский ячĕллĕ академи лицейĕн директорĕ Татьяна Беспалова пулса курнă.

Pages

Subscribe to www.hupar.ru