Вера ТИТОВА. Улатăр хула администрацийĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

28 Çурла, 2017

Улатăрти çурт 45 çулхине уявланă

Районсемпе хуласем, предприяти-организацисем хăйсен юбилейне ирттереççĕ-ха. Çынсем пирки каламăпăр та. Улатăрта вара нумаях пулмасть çуртăн 45 çулхине уявланă.

Чайковский урамĕнчи 36-мĕш çурта 1972 çулта хута янă. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхнă: хăшĕсем урăх çĕре пурăнма куçнă та çĕннисем килнĕ. Пĕр вырăнта тĕпленнисем те пур: çурта хута янăранпах пурăнаканнисем – 13 çемье.