Вера ТИТОВА. Приютăн 20 çулхине уявланă самант. 2015 çул.

9 Çурла, 2017

Канашри социаллă приюта социаллă центрпа пĕрлештерĕç

Канашри ачасен социаллă приютне çывăх вăхăтра комплекслă пулăшу кÿрекен унти центрпа пĕрлештерĕç. Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче ку йышăнăва ырланă.