Вера ТИТОВА. Полпредство сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

25 Çу, 2017

Чăваш Енре туса илнĕ ял хуçалăх таварне Мускав тăрăхĕнче сутаççĕ

Чăваш Енре туса илекен ял хуçалăх таварне Мусква тăрăхĕнче сутаççĕ. Лосино-Петровский хула округĕнче çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 28-мĕшĕччен "Раççейри регионсен таварĕсем" ярмăрккă иртет. Унта пирĕн республика представителĕсем те хутшăнмалла.