Вера ТИТОВА. Айăплава пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен федераци службин Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк

21 Утă, 2017

Чăваш Енре айăплава пурнăçа кĕртес тытăмра ĕçленĕ çынна Ульяновскра пуçлăха лартнă

Ĕнер, утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Айăплава пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен федераци службин Ульяновск облаçĕнчи управленийĕнче çĕнĕ пуçлăхпа паллаштарнă. Яваплă должноçе Чăваш Енре ку тытăмра хăрушсăрлăх службин пуçлăхĕнче тăрăшнă Станислав Андреева шаннă.