Вера ЭВЕРККИ. Автор тата Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

20 Авăн, 2018

94-ри кинемей «Хыпар» кăларăмĕсене вулать

Паян пирĕн «Хыпар» издательство çуртĕнче 94 çулти кинемей пулчĕ. Зинаида Михеева наци медиахолдингĕн кăларăмĕсене туянас тĕллевпе çитнĕ. «Чăваш пичечĕн» киоскĕсенче сутма пăрахрĕç те», – терĕ вăл пире. Çапла, асăннă предприяти панкрута тухас патне çитнĕ те, халĕ пирĕн кăларăмсене Раççей почтин мĕнпур уйрăмĕнче тата редакцире туянма пулать.