Валентина СМИРНОВА.

12 Пуш, 2018

Чăваш Енре пурăнакансен ĕмĕрĕ вăрăмланнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин коллегийĕн Диагностика центрĕнче иртнĕ анлă ларăвне хутшăнчĕ.

30 Кăрлач, 2018

Пенси саккунĕнчи çĕнĕлĕхсем

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене, курав çыхăнăвĕн мелĕпе пресс-конференцие хутшăннă ĕçтешĕсене 2018 çулхи пенсисемпе, тÿлевсемпе, ĕçлекен пенсионерсем тĕлĕшпе палăртнă çĕнĕлĕхсемпе, социаллă пенсин çĕнĕ тĕсĕпе, патшалăх служащийĕсен пенсине палăртмалли условисемпе, социаллă программăсене хутшăннипе паллаштарчĕ.

23 Кăрлач, 2018

Çĕнĕ микрорайонта - медицина центрĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар хулин «Радужный» микрорайонĕнче медицина центрĕ уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕ. Унта çавăн пекех ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, «Отделфинстрой» строительство компанийĕн директорĕ Александр Черкунов, «Радужный» медицина центрĕн тĕп тухтăрĕ Надежда Журавлева тата ыттисем пулчĕç.

17 Кăрлач, 2018

Ачашăн – уйăхри тÿлев, ытти пулăшу

Çемье институтне çирĕплетесси республика Правительствин пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ шутланать, граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă бюджет обязательствисем чыслăн пурнăçланса пыраççĕ. Кăçал çак тĕллевпе 6 миллиард ытла тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Pages