Валентина ФЕДОРОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

4 Авăн, 2018

Пермь, кадетсене тарават кĕтсе ил!

Пĕлÿ кунĕнче чăваш кадет корпусĕ уçăлнăччĕ. Унта вĕренекенсемшĕн вара авăн уйăхĕ вĕренÿпе спорт пухăвĕнчен пуçланĕ. Паян ирпе 6 сехет те 30 минутра 8-11-мĕш классенчи хастарсем Пермьри кадет корпусне кайрĕç. Кĕçĕн класра ăс пухакансем ыран ирпе 5-ре Крым Республикинчи сывлăха çирĕплетекен лагере çул тытĕç.