Валентина ФЕДОРОВА. Ольга ФЕДОРОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

16 Çурла, 2018

Тĕнче уçлăхне парăнтарасшăн

Ачасем космос çинчен ытларах пĕлччĕр, тĕнче курăмĕ аталантăр, алă хусканăвĕ лайăхлантăр тесе Шупашкарти 156-мĕш ача садĕнче «Тĕнче уçлăхне парăнтаракансем» центр уçăлнă.

Воспитательсем хăйăр çинче ракета, вĕçекен турилкке, «Хĕвел системи» баннер вырнаçтарнă. Хăйăрпа выляни ачасене лăплантарать, сывлăха çирĕплетет.