Валентин ГРИГОРЬЕВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Йĕкĕт ялĕнче çитĕнсе тĕпленнĕ Сергей Рожков фермерпа пĕр хушă сăмах вакланă хыççăн пĕр çулхине йывăр инкек тÿснĕ хуçалăха çĕнĕрен аталантарма ăна мĕн тери йывăррине лайăх туйса илтĕм. Вăхăтра татăлман ыйтусен тупсăмне шыраса хăшкăлсах çитнĕ вăл.

Çивĕч çын кирек ăçта та правур. Етĕрне районĕнчи Янăмра çуралса ÿснĕ Галина Григорьевăн йăрăлăхĕ çынпа калаçнă чухне те аван палăрать. Таçта васканăн, сăмахлама чарăнса каллех ĕçе кÿлĕнессĕн туйăнать.

Паян, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх «Агро-100» клуб çÿнтерÿçисене чысларĕç. Малти виçĕ вырăна Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Авангард» тулли мар яваплă обществăн Çĕрпÿри «Цивильский бекон» филиалĕ тата «Сувар-2» суту-илÿ предприятийĕ йышăннине палăртрĕç.

Subscribe to Валентин ГРИГОРЬЕВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.