В. АЛЕКСИН

Чăваш орфографине йĕркене кĕртме тунă айкомисси /подкомиссия/ хăйĕн ĕçне хăюллăн пуçланăччĕ: тĕрĕсçыраслăха "тÿнтерсе" янă правилăсене тимлĕн пăхса тухса унти "идиотизмсене" пĕтерме, ку яваплă ĕçре саплăк лартса кăна аппаланни çителĕксĕр пулнине палăртнăччĕ. Татăклăн илтĕнчĕ çак сăмах, тинех улшăну пуласса шантарчĕ. Анчах айкомисси хăйĕн ĕçне пăшик! сасă кăлармасăрах вĕçлерĕ пулмалла.

Халăха тарăхтарса çитернĕ çак правилăсене мĕнле кăна вăрçмарĕç пуль: вĕсене тăвакан "партизан отрядне" ĕмĕрлĕхе намăс хапхи çине çырса хума сĕнекенсем те пулчĕç.

«Илемлĕ фильмсенче лайăх сăнар калăплама çут­çанталăк панă пултарулăх çителĕксĕр. Артистăн халăх пурнăçне аван пĕлмелле, тĕнче культуринче мĕн пулса иртнине сăнаса пымалла».

Нумаях пулмасть Шупашкара Санкт-Петербургра пурăнакан паллă культуролог Алексей Иванов-Эхвет килсе кайрĕ. Вăл чăваш искусствин тымарĕсене питĕ тарăннăн тĕпченĕ, «По следам находок» /1977/, «Музы ищут приют» /1987/ кĕнекесем пичетлесе кăларнă.

Subscribe to В. АЛЕКСИН