undefined

Чăваш Енре пултаруллă вĕрентекен нумай. Вĕсем шкулта ачасене пĕлÿ параççĕ çеç мар, ахаль чухне те сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Шăпăрлансене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшакан педагогпа паллаштарас килет. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Алевтина Ефимова çамрăк специалист пулсан та район тата республика шайĕнче иртнĕ конкурссенче палăрма ĕлкĕрнĕ. Çавăнпах унăн портфолио тулли Тав хучĕ. 2009 çулта Алевтина Владимировна республика шайĕнчи «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурса хутшăннă.

20 Ноября, 2015 | Пулса иртни

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн ĕçченĕсем çĕршывăн чрезвычайлă ведомствине туса хунăранпа 25 çул çитнине халалланă «25 ырă ĕç» акцие тăтăшах хутшăнаççĕ. Ырă ĕçсен пухмачĕ куçĕ япăх тата пачах курман çынсем валли кăларнă пособисемпе пуянланчĕ.

Пĕлÿ кунĕ çитрĕ те - çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрав пин-пин ачана шкул партти хушшине ларма йыхăрчĕ. Ăçта мĕнле пуль те, Чăваш Енре çанталăкĕ те çĕкленÿллĕ туйăма тата вăйлатас тенĕн лайăх килсе тухрĕ: кĕрхи сулхăна сап-сарă хĕвел «çемçетес» тесе питĕ тăрăшрĕ.

"Поле чудес" телекăларăм ертÿçи Чăваш Ене тăтăшах килме тытăннăран халăхра "Леонид Якубович чăвашсене килĕштерет" теме тытăнчĕç. Телевизор пăхма юратакансем те кăларăма чăвашсем час-часах хутшăннине сисрĕç пулĕ. Нумаях пулмасть чăваш эстрада артисчĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕн ентешлĕхĕн ертÿçи Андрей Кузнецов "Поле чудесра" ÿкерĕннине пĕлсен июнĕн 26-мĕшне /кăларăм эфира çав кун тухĕ/ кĕтме чăтăмлăх çитмерĕ - унпа маларах çыхăнтăмăр.

Чăваш наци конгресĕн пуçарăвĕпе, ЧР Культура министерстви пулăшнипе 16 çул каялла чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсĕ пĕрремĕш хут иртнĕччĕ. Ун чухне шута илмен, туса çитереймен самантсем темĕн чухлĕччĕ.

Subscribe to undefined