Татьяна НИКОЛАЕВА

16 Кăрлач, 2016

Следстви пĕр ыйтăва та куçран вĕçертмест

Раççей Следстви комитечĕ йĕркеленнĕренпе кăрлачăн 15-мĕшĕнче 5 çул çитрĕ. Уяв тĕлне Шупашкарти тĕрлĕ районти следстви пайĕсем иртнĕ çул епле ĕçленине пĕтĕмлетрĕç.

Мускав районĕ

2015 çулта кăна следовательсем уголовлă 182 ĕçе производствăна кĕртнĕ. Вĕсенчен 115-шне вĕçне çитернĕ, тĕрлĕ суда уголовлă 102 ĕç ярса панă. Пуçарнăскерсенчен çурри ытла йывăр тата уйрăмах йывăррисен йышне кĕрет.

19 Раштав, 2015

Ешĕл хунав хуçăлсан...

Шупашкарти «Волжский» кинотеатр тунтикун Владимир Синяев режиссер ÿкернĕ «Ветки» илемлĕ фильм курма йыхравларĕ. «Илемлĕ фильм» тени те, ячĕ те ансат илтĕнет те, премьерăна хаклама пуçтарăннă халăх пысăк экран умне уçă кăмăл-туйăмпа вырнаçрĕ. Наркоманипе çыхăннă кино иккенне пĕлни çеç кăштах сисчĕвлентерчĕ-тĕр. Унăн витĕмĕ чуна çав таран çÿçентерессе, кĕлетке тăрăх сивĕ хумпа чупасса никам та кĕтменччĕ ахăр.

28 Чÿк, 2015

«Вăрман паллаштарнă пире»

Етĕрне районĕнчи Анат Ирçе ялĕнче тĕпленнĕ Виссарион Егоровичпа Ольга Васильевна 48 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Паянхи ăрăвăн вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пурах темелле. Пĕрлешсе çур ĕмĕр яхăн пĕрле кун кунланăран çеç мар, халĕ те пĕр-пĕрне хисепленĕрен, çулсем иртнĕ май ăшă туйăмсене çухатманран.

23 Чÿк, 2015

Акци пуçланнă

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре «Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер» акци пуçланнă. Республикăра вăл пĕрремĕш хутчен иртмест. Халĕччен ку акцие 2200 ытла çын хутшăннă. Çынсем наркăмăшлă япаласем ăçта сутнине пĕлтернин витĕмĕ пысăк. Çавăнпах наркопритонсем вырнаçнă, наркăмăш сутакан вырăнсем çинчен талăкĕпе ĕçлекен «шанăç телефонĕпе» - 8/8352/ 23-01-00 шăнкăравласа пĕлтермелле. Ятăр-шывăр вăрттăнлăхра юлĕ. info@21.fskn.gov.ru электрон адреспа çыру та яма юрать.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

9 Чÿк, 2015

Тимлĕхе çухатсан

Çĕнĕ Шупашкарти строительство организицийĕн 38 çулти ĕçченĕ судпа айăпланнă. Унăн тимсĕрлĕхне пула рабочи пуçне вăйлах амантнă.

16 хутлă çурт хăпартнă çĕрте пулнă ку ĕç-пуç. Кăçалхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче стройорганизацийĕн ĕçченĕ айккине пăрăннăран объектра вăй хуракансене хăйсене çеç хăварнă. Çавăнпах ĕçе хăш йĕркепе туса пынине тĕрĕслеймен, хурăшсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине те ăнлантарман. Тимлĕхе çухатнă арçынна металл арматура пуçран пырса çапнă - вăйлах амантнă, пуç шăмми те хуçăлнă.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Pages