Татьяна НАУМОВА

Етĕрне районĕнчи Талуй ялĕнче пурăнакан Александровсем нумаях пулмасть мĕнпур тăванне кĕреке юрри шăрантарма йыхравланă. Сăлтавĕ те пĕлтерĕшлĕ: Галина Анатольевнăпа Александр Юрьевич йăх-несĕлĕмĕр йăли-йĕркине сăвап туса çĕнĕ пÿрт ĕçки ирттернĕ.

Вера Михеева Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче 1955 çулта çуралнă. Çут тĕнчене хĕллехи шартламара килнĕ вăл. Кун пек çанталăкра пĕчĕкскерпе амăшне çăмăл пулман паллах. Уйрăмах — пĕччен хĕрарăма. Лидия Осиповна иккĕмĕш мăшăрĕнчен иккĕмĕш ачипе ултă уйăхри хырăмпа тăрса юлнă. Ывăлĕн ашшĕ вăрçăран таврăнайман, хыпарсăр çухалнă. Пепки те çитĕнеймен, ачаллах вилнĕ. Вăрçă чарăнсан хĕрарăм тепĕр салтакпа — Дмитрий Крыловпа — пĕрлешнĕ. Анчах унпа та ырă курса пурăнма пÿрмен. Çапла Вера Дмитриевнăна амăшĕ пĕчченех ÿстернĕ, иккĕн çеç пурăннă вĕсем.

Авăн уйăхĕн вĕçĕнче "Раççей православи чиркĕвĕн пуçлăхĕ Кирилл патриарх хĕрарăмсене хырăм пăрахма саккун шайĕнче чарас тĕллевлĕ общество проекчĕпе килĕшсе ун айне алă пуснă" текен хыпар халăхра çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлса шав çĕклерĕ. Ку шухăша Чечня лидерĕ Рамзан Кадыров тата Раççейри мăсăльмансен муфтийĕ Талгат Таджуддин та ырланă. Нумаях пулмасть ача прависен уполномоченнăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлма пуçланă Анна Кузнецова та аборта туллин хирĕçлекенсен йышне кĕнĕ. Анна Юрьевна ку ыйтăва тĕрлĕ енлĕн хакламаллине те каланă-ха.

Спорт тĕрлĕ федерацийĕпе паллашнă май хальхинче штанга йăтма кăмăллакансем патне çитме тĕв турăм. Республикăри йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ Геннадий Иванов каçхи тренировкăна çитме йыхравларĕ.

"Çавăн пек професси пур — Тăван çĕршыва хÿтĕлесси" — "Офицеры" кинофильмри сăнар каланă сăмахсем паян каларăш евĕрех. Çак шухăш нумай яш-каччăна пурнăçне çарпа çыхăнтарма хавхалантарнă-тăр. Асатте-кукаçисемпе аттесене те. Тен, çавăнпах вĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи парăмне — "салтак" ята илтессине — тÿрĕ чунлăн пурнăçланă.

Pages

Subscribe to Татьяна НАУМОВА