Татьяна НАУМОВА

21 Çу, 2016

«Сноуборд ашшĕ»

Экстремаллă спорт пурнăçшăн яланах хăрушлăх кăларса тăратать. Пĕрисем ăна вĕри те хăватлă туйăмсемшĕн килĕштереççĕ-тĕр, теприсене вăл хăйне пурнăçра тупма пулăшать ахăр, виççĕмĕшĕсемшĕн, тен, вăйă шайĕнче ку...

14 Çу, 2016

«Халăхсем туслă пурăннипе, тăван çĕршыва юратнипе... çĕнтернĕ эпир»

1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ кун хыççăн кун хыçа юлать. Анчах асаттесемпе кукаçисен, асаннесемпе кукамайсен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ, чăтăмлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ. Фронтри, тылри паттăрсен ячĕсем ĕмĕрлĕх асра.

7 Çу, 2016

Салтаксен паттăрлăхне вăхăт хуплаймĕ...

Çĕнтерÿ кунĕ — çуркуннехи çеç мар, çулталăкри чи пысăк уявсенчен пĕри. Çутçанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра килекенскерне кăçал 71-мĕш хутчен кĕтсе илĕпĕр. Историри пысăк вăрçăн юлашки снарячĕсем çурăлнă çу кунĕсенчен пире вун-вун çул уйăрать. Апла пулин те унăн пĕлтерĕшĕ чакмасть. Ветерансен йышĕ çеç çулран-çул чаксах пырать...

Чăваш Енре паян 1250 вăрçă ветеранĕ, блокадăна лекнĕ Ленинградра пурăннă 49 çын, фашизм тыткăнне ачаллах лекнĕ 79 арçынпа хĕрарăм, вăрçăра паттăрла пуç хунисен 62 тăлăх арăмĕ, салтаксен 5 пин тăлăх арăмĕ тата 18,9 пин тыл ĕçченĕ пурăнать.

7 Çу, 2016

Паттăр хĕр салтак

Тутар республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă, паян Шупашкарта пурăнакан Вера Рекеева — вăрçă ветеранĕ. Тăшмана аркатассишĕн паттăррăн çапăçса нумай наградăна тивĕçнĕ вăл. Вĕсен йышĕнче Паттăрлăх орденĕ, Жуков орденĕ тата ыттисем те.

30 Ака, 2016

Инкекрен сыхланасчĕ

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççейре пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 367 çул çитет. Çак тата ытти сăлтава тĕпе хурса юнкун Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертÿçи Станислав Антонов журналистсемпе тĕл пулчĕ.

Малтанах генерал-майор пушар хăрушсăрлăхĕн республикăри лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Ака уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне район-хулара «хĕрлĕ автан» 269 хутчен алхаснă /пĕлтĕр — 320/. Вĕсенче пурĕ 36 çын пурнăçĕ татăлнă /пĕлтĕр — 48/, 36-шĕ аманнă.

Pages