Роза ВЛАСОВА

11 Çу, 2016

«Вăрçа мунча кĕнĕ чухне аса илетчĕ»

«Ытти чухне пирĕнпе, ачисемпе, калаçса ларма вăхăчĕ те пулман. Кăвак çутăллах тухса каятчĕ те таврана хура чатăр карсан тин таврăнатчĕ. Трактористчĕ вăл. Тĕрĕссипе, çывăх çыннăмăр фронтри пирки каласа пама питех кăмăлламастчĕ. Мунчара вара кăмăлне ирĕке яратчĕ.

11 Çу, 2016

«Арçынсăр та йывăр, арçынпа та çăмăл мар»

Вăрçă нуши-тертне тÿснĕ хĕр-упраç вăй-хал енчен кăна мар, кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен те çирĕпрех. Вĕсем сивве те, выçлăха та парăнтарнă. Нăйкăшман, ÿпкелешмен, шăпа çапла тухнăшăн пуç усман.

5 Çу, 2016

Йĕри-тавра пĕве, пусăра шыв çук...

Вăрмар районĕнчи Аслă Чак ял тăрăхне кĕрекен Атнаш питĕ илемлĕ тăрăхра вырнаçнă. Ял çывăхĕнче икĕ пĕве, юнашарах Теткеш, Аслă Папакăш, Кĕçĕн Папакăш вăрманĕсем. Çырми те, улăх-çаранĕ те пур. Сывлăшĕ уçă... Пĕр сăмахпа, çăтмах кĕтесĕ тейĕн.

Pages