Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

28 Авăн, 2018

Хулари шкула та - автобуспа

Тӗп хулари аякри микрорайонсенче пурӑнакан ачасене пӗлӳ ҫуртне шкул автобусӗпе илсе ҫитереҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе 7 автобус уйӑрнӑ. 255 вӗренекене вӗренӳ учрежденине илсе ҫитерес тӗллевпе вӗсем 28 рейс тӑваҫҫӗ. Ачасене 23, 30, 33, 35, 48-мӗш шкулсене Соляное, Ҫӗнӗ хула, заволжье микрорайонсенчен, Чандрово салинчен турттараҫҫӗ.

31 Çурла, 2018

«Çĕнĕ техника ĕçлеме хавхалантарать»

Николай Викторов комбайнер кăçал вырма хăвăрт тата ăнăçлă иртнишĕн хĕпĕртет. Савăнмасăр! Ара, çанталăкĕ те çĕр ĕçченне хавхалантарчĕ — уяр тăчĕ. Тата Николай Владимировича кăçал çĕнĕ комбайн, «Полессе» ятлине, панă.

31 Çурла, 2018

«Вулавăша тата чиркĕве пурте çÿреме пултараççĕ»

Пирĕн пата килсен çынсем улшăнаççĕ. Юлташĕсемпе чухне вĕсем кăштах курнăçланаççĕ пулсан библиотекăри лăпкăлăхпа хăтлăх вĕсене хăйсен вырăнне тавăрать. Вулавăш — чун валли, çавăнпа вăл кирлех», — тет Чăваш наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова.

Pages