Ревокат МОИСЕЕВ

6 Пуш, 2015

Сăнĕ улшăнчĕ, "чунĕ" пуянланчĕ

"Хыпар" хаçат çĕнĕлле тухма тытăнни пире, вулакансене, чăннипех савăнтарать. Купăста яшкипе тăрантарма тытăнсан вăл йăлăхтарса çитерни пирки ахальтен мар-тăр халап çÿрет. Чăваш халăх хаçачĕ халиччен сĕннĕ уйрăм материалсем пирки шăпах çапла калама пулатчĕ. Номерсенче шăналăк пысăкăш статьясем тăтăшах пичетленни кăмăла каймастчĕ. Хаçата вулакансем, халăх валли кăларнине шута илсен общество корреспонденчĕсемпе çыхăнса ĕçлемелли каламасăрах паллă. Çакна тĕпе хурса "Хыпарăн" кăçалхи 26-27-мĕш номерĕсенче "Вулакан страници" кун çути курчĕ. Ман шухăшпа, çакă кирлех.

10 Нарăс, 2015

Амăшĕн паттăрлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ

Çĕнĕ Шăхранта пурăннă Яковлевсен çемйинче ывăл хыççăн ывăл çуралнă. Пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă Дария Осиповнăпа Василий Яковлевич. Кашни ачиех çар службинче пулнă. Ĕçе пурте пĕчĕкренех кÿлĕннĕ. Каярах пĕрисем хулара заводсенче ĕçленĕ, теприсем - тăван колхозра. Ашшĕ, Василий Яковлевич, хăй вăхăтĕнче Волынски полкра хĕсметре тăнă, çакна çирĕплетсе ăна ятран çырнă паллă та панă. Салтакра, выçлăх çулĕсенче сывлăхĕ хавшанăран вăл 1936 çулта пурнăçран уйрăлнă.

9 Çурла, 2014

Улшăнусем пуласса шанатăп

Эпĕ - пурнăç тути-масине курнă çын, унăн хакне аван чухлатăп. Хыçа юлнă кун-çулăма аса илнĕ, тишкернĕ май пуçра тĕрлĕ шухăш явăнать: пурне те кирлĕ пек пурнăçларăм-ши, çутă тĕллевсенчен хăшĕ-пĕри мĕншĕн ĕмĕтре кăна юлчĕ-ши?

Пирĕнтен кашниех çĕр çине çут çанталăк тивлечĕпе ырă курса пурăнма килет. Пурин те телейлĕ пулас, хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăварас, ывăл-хĕре халăха юрăхлă çитĕнтерес ĕмĕтпе малалла ăнтăлас килет.

Pages