Раççей Журналистсен союзĕн пайташĕ.

15 Пуш, 2018

Ачасем чăваш чĕлхине пĕлни кирлĕ-и?

Ку ыйтăвăн хуравне тупас тесе обществăра час-часах тĕрлĕ калаçу пулса иртет. Хăшĕ-пĕри килĕшÿллĕ калаçнă хушăрах хĕрсе кайсах тавлашса та илет. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха? Мĕн хумхантарать çынсене?

<...> Хулара пурăнакан ашшĕ-амăшĕ тата ачисем ку ыйтăва çапла хуравлаççĕ: «Хальхи вăхăтра, интернет аталаннă чухне, чăваш чĕлхисĕрех пурăнма пулать. Чăваш чĕлхи Канаш хулине çитиччен кăна кирлĕ, Мускава çитсен чăваш чĕлхисĕрех пысăк укçа ĕçлесе илме май пур».