Ольга АВСТРИЙСКАЯ

26 Çу, 2016

«Пылак сухан» тата хаваслă ачасем

Тантăшăмăрсем, эсир хăçан та пулин пылак сухан çисе курнă-и? Ахăртнех, сирĕнтен чылайăшĕ çук тесе пуçне пăркаларĕ. «Куççуль кăларттаракан хаяр сухан ăçтан пылак пултăр-ха?» — тĕлĕннине пытармарĕ хăшĕ-пĕри. Эппин, çĕнĕ çулçÿреве — пылак сухан шыравне — тухма хатĕр-и эсир?

31 Пуш, 2016

«Ачасем халь урăхрах...»

Вулавăш, лавкка çÿлĕкĕсем çинче çĕршер, пиншер кĕнеке вулаканне кĕтсе выртать. Кашниех хăйне евĕрлĕ те интереслĕ. Пĕри пăтăрмахлă çулçÿревсемпе асра юлать тĕк, тепри асамлă юмах тĕнчипе тыткăнлать. Виççĕмĕшĕ çапăçу хирне те ертсе çитерме пултарать. Суйла та вула.

4 Нарăс, 2016

Айпипи тухтăр пурне те пулăштăр!

«Сывлăха упрамалла. Сивĕ шыв ан ĕç, юр ан çи, урамран кĕрсен аллуна çу», - ăс параççĕ аслисем кĕçĕннисене кулленех. Анчах тăррăс-тăррăс сиккелесе, тĕпĕр-тĕпĕр чупса çÿренĕ чухне япăххи çинчен кам шухăшлать?

Pages