Ольга АВСТРИЙСКАЯ

6 Юпа, 2016

«Кукамайăм, кукамай» мăнукĕсене кĕтет

Ачасем çитĕннисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха? Вĕсем нихăçан та кичемленсе, алă усса лармаççĕ. Ялан мĕнпе те пулин тăрмашаççĕ, выляççĕ. Пĕччен чухне те тунсăхлама вăхăт çук шăпăрлансен. Пĕр-пĕр интереслĕ ĕç шухăшласа кăлараççех.

6 Юпа, 2016

Илеме хаклакансем валли – çĕнĕ альбом

Мĕнле вăрттăнлăхсем упраççĕ-ха художниксен картинисем? Мĕнле тарăн пĕлтерĕш пытарăннă вĕсенче? Тепĕр чухне çак ыйтусене ӳнерçĕ хăй те хуравлаймасть. Унăн пултарулăхĕн хăйнеевĕрлĕхĕпе нумайенлĕхĕ вара куракансемпе специалистсене илĕртет, искусствăра пурнăç тупсăмне шырама хистет.

29 Авăн, 2016

Кашни йĕрки – ахах пĕрчи

«Поэзи çăлкуçĕ — илемре», — тенĕ Н.В. Гоголь. Чÿречерен йăпшăнакан хĕвел шевли, пахчари мăнкăмăллă та ĕлккен кĕлчечек, çуркуннепе чĕрĕлекен ешĕл курăкпа ачаш папка, çумăр хыççăн карăнакан асамат кĕперĕ, çилпеле вĕлтĕртетсе анакан сарă çулçă — çут çанталăкра йăлт илемпе, лăпкăлăхпа сывлать.

29 Авăн, 2016

Тилĕ юмах юптарать

Чăваш халăх сăмахлăхĕнче тилĕ çинчен хайланă чылай юмах-халап, каларăшпа тупмалли юмах упранать. Çак чĕрчун чееленме, ют пурлăха хапсăнма юратнине шахвăртса: «Тилĕ куçĕ тĕлĕкре те чăх курать. Хĕрлĕ хĕрлемес хир чăххине хĕрхенмест», — тенĕ ваттисем.

16 Çĕртме, 2016

Чечек пек илемлĕ «Сарă лĕпĕш»

Ача-пăчана çĕнĕ кĕнекере чи малтанах мĕн илĕртет-ха? Паллах, ÿкерчĕксем! Çутă та хĕвеллĕ тĕссем, ырă та хаваслă сăнарсем туххăмрах илемлĕх тĕнчине ертсе кĕреççĕ. Хитре ÿкерчĕксемлĕ кĕнекене алла тытас, уçса пăхас килет.

Pages