Елчĕк районĕнчи Яманчÿрел ялĕ, унта пурăнакансен тăрăшулăхне пула, юлашки çулсенче лайăх енне самай улшăнчĕ. Такам килсе туса парасса кĕтес йăла тахçанах манăçа тухнă. Ик-виç çул каялла ялти пĕвесене тасатрĕç, унтан ял çывăхĕнче автобуспа çула тухакансем валли чарăну туса лартрĕç.