Николай КОНОВАЛОВ. ЧР Сывлăх сыхлав министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

22 Çу, 2017

Президент указĕсене пурнăçланине пĕрлехи ларура сÿтсе явнă

Республикăн Сывлăх сыхлавĕн, Вĕрентÿ, Строительство, Физкультурăпа спорт министерствисен коллегийĕсен тунтикун иртнĕ пĕрлехи ларăвĕнче Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕнче кăларнă указĕсенче палăртнă тĕллевсене Чăваш Енре мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетсе хакларĕç.