Николай КОНОВАЛОВ.

19 Утă, 2022

НКОсем ĕçлеччĕр

Регион ертӳçи Олег Николаев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн тулли йышĕпе чылайранпа курнăçманччĕ те — унăн черетлĕ ларăвне канаш ĕçне хакланинчен пуçларĕ: палăртнă çул-йĕрпе тĕрĕс ĕçлетĕр. Халăхпа хутшăннинче вăл пысăк пĕлтерĕш курать: «Коммуникаци майĕсем мĕн чухлĕ ытларах — çавăн чухлĕ лайăхрах, республика, общество пурнăçĕ çинчен çавăн чухлĕ лайăхрах пĕлетпĕр».

18 Утă, 2022

Коронавирус таврăнасшăн-и?

Коронавируспа çыхăннă лару-тăру, лăпланнă пек пулнăскер, каллех çивĕчленес хăрушлăх пур. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура çак ыйтăва çĕкленĕ май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев сыхлăх мерисене çирĕплетмелли çинчен асăрхаттарчĕ.

16 Утă, 2022

Çăпатан кантри пур…

Тĕп хулари ĕçлĕ «Республика» центрта шăматкун «Тĕрĕс Раççей — Патриотсем — Тĕрĕслĕхшĕн» партин регион уйрăмĕн конференцийĕн виççĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

15 Утă, 2022

Чăваш Енре Креатив кластерне йĕркеленĕ

Тивĕçлĕ килĕшĕве кĕçнерникун алă пуснă. Кластерăн управляющи компанийĕ пулма «Пĕтĕм тĕнчери экономикăн креативлă информацийĕн центрĕ» АНОна çирĕплетнĕ.

— Кластер креатив экономикин аталанăвĕ валли условисем йĕркелемешкĕн пулăшма тивĕç. Вăл пултарулăх индустрийĕнче кирлĕ, тивĕçлĕ пĕлӳллĕ тата ăста кадрсене хатĕрлессине хăйĕн çине илĕ, — терĕ вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.

13 Утă, 2022

Шуртанпа Шуршура çĕнĕ ФАПсем çĕкленĕç

Министрсен Кабинечĕ 2022-2026 çулсенче республикăра федераци бюджечĕн укçине явăçтарса объектсем тумалли комплекслă программăна çирĕплетрĕ. Унта 11 миллиарда яхăн тенкĕлĕх 306 объекта кĕртнĕ.

Pages