Николай КОНОВАЛОВ.

10 Юпа, 2022

Мобилизациленисене кÿрекен пулăшу анлăланать

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çывăх вăхăтра алă пусма хатĕрленĕ указра Украинăри çар операцине хутшăнма мобилизациленĕ ентешсене пулăшмалли çĕнĕ мерăсем пулассине çирĕплетрĕ.

7 Юпа, 2022

Республика экономики ESG принципĕсене тĕпе хурса аталанĕ

Экономикăн çак никĕс çинчи аталанăвĕн концепцине 2023 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне йышăнĕç. Çакăн пек йышăну турĕ эрнекун Чăваш Енĕн Аслă экономика канашĕ.

30 Авăн, 2022

Донецк, Луганск, Запорожье тата Херсон — Раççейпе пĕр çемьере!

Раççей регионĕсен йышĕ пысăкланчĕ — Донецк, Луганск халăх республикисем, Запорожье тата Херсон облаçĕсем унăн йышне кĕчĕç. Тивĕçлĕ килĕшӳсене эрнекун Кремльти Георгий залĕнче савăнăçлă лару-тăрура Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата асăннă республикăсемпе облаçсен пуçлăхĕсем Денис Пушилин, Леонид Пасечник, Евгений Балицкий тата Владимир Сальдо алă пусса çирĕплетрĕç.

29 Авăн, 2022

Ноутбук усăсăр выртать

Налук тӳлессинчен пăрăнма тем тĕрлĕ мелпе те усă кураççĕ. Çав шутра — предприятисене ятарласа панкрута кăларни, суя парăм кăтартни. Пĕр тĕслĕхре, сăмахран, ултавçăсем панкрут предпритирен çук парăма ыйтнă, çийĕнчен унăн 120 миллион тенкĕлĕх пурлăхне ярса илесшĕн пулнă. Ку тĕслĕхпе те уголовлă ĕç пуçарни ҫинчен каларӗҫ Право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн кĕçнерникунхи ларăвĕнче.

29 Авăн, 2022

Çĕр-çĕр миллион тенкĕ «перекетлесшĕн»

Право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн кĕçнерникунхи ларăвĕнче тишкерне ыйтусенчен пӗри – преступлени туса илнĕ укçана легализацилесрен сыхланасси. Федерацин налук службин республикăри управленийӗн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Петрова налукçăсен иккĕленӳллĕ операцисене тăрă шыв çине кăлармалли информаци ресурсĕсем çителĕклине çирĕплетрĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра çавнашкал тĕслĕхсемпе тӳлеттернĕ хушма налук виçи 200 миллион тенкĕпе танлашнă.

Pages