Этнос тĕрлĕлĕхĕ чăрмав мар
Кăçал Аслă вĕрентекен, халăха çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине уявларăмăр. Чыслав вĕçленмен-ха, çулталăках тăсăлĕ. Çакна çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче уçăлнă Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-практика конференцийĕ те лайăх çирĕплетет.