Михаил МИШИН

10 Чÿк, 2015

Акара авăн, уявра - савăн

Уй-хир пушанчĕ. Çĕр тепĕр çуркуннеччен тарăн ыйхăра. Хăш-пĕр лаптăкра кĕрхисем пĕр тикĕссĕн ешереççĕ. Машина-техника паркĕсенче те ĕç шавĕ илтĕнсех каймасть. Фермăсенче вара яланхи пекех хĕрÿ вăхăт. Тĕрĕссипе, ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çулталăкĕпех канлĕх çук.