Любовь ПЕТРОВА

4 Ака, 2014

Çÿлтен чарни лăпланса лармаллине пĕлтерет-и?

Иртнĕ эрнере Шупашкарти 10-мĕш вăтам шкулта республикăри хуласемпе районсенчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем семинара пухăнчĕç.

4 Ака, 2014

“Чунпа мар, ĕçпе хитрине арăм тăвăп”

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Черновсем пултаруллă ачасем çитĕнтернĕ. Икĕ ывăлĕ кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. Вĕсенчен пĕринпе çывăхрах паллашрăмăр.

Малалла вулас...

4 Ака, 2014

Тĕлĕкре те Чечняра çапăçать

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейре çуркуннехи призыв пуçланчĕ. Генштаб планĕпе килĕшÿллĕн - кăçал çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе 154 пин ытла çамрăк пурнăçлĕ.

28 Пуш, 2014

Улталанине тавçăрсах...

Çынна çаратмалли меслетсем саманана кура улшăнаççĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре пулнă вăрă-хурахла 300 ĕçе шута илнĕ. Вĕсенчен 68,8 процентне кăна уçăмлатма май килнĕ. Кунашкал преступленисене иртнĕ эрнере ЧР ШĔМĕнче иртнĕ пресс-конференцире сÿтсе яврĕç.

28 Пуш, 2014

Çĕрлесерен çĕлесен те вĕренме ĕлкĕрет

Пĕрисем çуркуннене хĕвел ăшшишĕн кĕтеççĕ, теприсем симĕс курăкшăн, ешĕл улăх-çараншăн тунсăхласа çитнипе, виççĕмĕшĕсем çут çанталăк чĕрĕлнĕ чухне çĕнĕ вăй кĕрессе шаннипе. Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухакан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм çулталăкăн çак вăхăтне «Студентсен çуркунни» фестиваль пуçланнипе кĕтет.

Pages