Лариса ПЕТРОВА. Людмила ХАБАРОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

30 Пуш, 2018

Шупашкарти «Хавас» ансамбль — Пĕтĕм тĕнчери халăх инструменчĕпе калакансен конкурсĕн лауреачĕ

Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче Питĕрте Пĕтĕм тĕнчери халăх инструменчĕпе калакан ачасен «Метелица» 13-мĕш конкурсĕ иртнĕ. Ăна çулсеренех Ленинград облаçĕн культура комитечĕ, «Метелица» Вырăс халăх инструменчĕсен патшалăх оркестрĕ, Раççей Федерацийĕн Концерт ĕçченĕсен союзĕ йĕркелеççĕ.