Лариса ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

21 Çу, 2020

«Чӑвашкино» «Фотообъективри Чӑваш Ен» проектпа паллаштарать

 

Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документаци архивӗ "Фотообъективри Чӑваш Ен" проектпа паллаштараҫҫӗ. Вӑл электрон кӑларӑмсенчен тӑрать.

Проект сӗнекен материалсем Чӑваш Ен историйӗпе кӑсӑкланакансемшӗн тата тӑван ен патриочӗсемшӗн усӑллӑ. Фото тата видеоӗҫсемпе паллашсан тӑван тавралӑх илемне тата ытларах асӑрхама, чӑваш культурипе ҫине тӑрса кӑсӑкланма тытӑнатӑн.

21 Çу, 2020

Пӗчӗк бизнеса кризисран ҫӑлнӑ та ҫурма финала тухнӑ

Чӑваш Ен команди Стратегипе бизнес управленийӗн пӗтӗм тӗнчери Global Management Challenge чемпионачӗн ҫурма финалне тухнӑ. Ҫак ӑмӑртӑва Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министерстви тата РАНХиГС ирттереҫҫӗ.

18 Çу, 2020

Раҫҫейри тӗп йывӑҫа суйлаҫҫӗ

Ҫӗр ҫинче темиҫе ӗмӗр пурӑнакан йывӑҫсем пур. Ҫавнашкаллисенчен пӗри - Муркаш районӗнчи Ильинкӑри юман. Вӑл, экспертиза ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 369 ҫулта. Унӑн ҫӳллӗшӗ - 24 метр.

13 Çу, 2020

"Хӗрӳ линие" шӑнкӑравлакансене пулӑшусӑр хӑвармаҫҫӗ

Паянхи лару-тӑрура 65 ҫултан аслӑраххисене, коронавирус чирӗнчен сыхланас тӗлӗшпе, килтен тухма чарнӑ. Ҫавна май Шупашкарти комплекс центрӗнче вӗсем валли "хӗрӳ лини" ӗҫлет.

Унта аслӑ ӑру ҫыннисем коронавирус ҫинчен, килте пурӑннӑ вӑхӑтра мӗнле йӗркене пӑхӑнмаллине, инфекци паллисем тупӑнсан мӗн тумаллине пӗлӗҫ. Ҫавӑн пекех "хӗрӳ лини" телефонӗпе шӑнкӑравласа кирлӗ тавар е эмел пирки ыйтма та пулать.

6 Çу, 2020

Шупашкарти шкул ачисем «Реликвии войны» акцие хутшӑнаҫҫӗ

Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ «Реликвии войны» акци ирттерет. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Шупашкарти шкулсенче 1-11-мӗш классенче вӗренекенсем документ материалӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсене кӗске информаципе соцсете вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ачасем видеороликсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗн ҫемье реликвийӗ ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.

Pages