Лариса ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

23 Çĕртме, 2020

Кӑмпа ҫини те, ҫӗлен сӑхни те аптӑратать

Иртнӗ эрнере васкавлӑ пулӑшу бригади 7 пине яхӑн пациент патне ҫитнӗ. Вӗсенчен 2,5 пин ҫынна сывлав органӗсен чирӗсем нушалантарнӑ, 1,5 пин ҫын юн ҫаврӑнӑш тытӑмӗн чирӗсемпе аптӑранӑ. 112 пациентӑн инсульт, 17-шӗн инфаркт палӑрнӑ. 700 ҫын тӗрлӗрен майпа суранланнӑ, вӗсенчен 29-ӑшӗ ҫул ҫинче инкек тӳснӗ.

11 Çĕртме, 2020

Етӗрне районӗн ҫыннине пулӑ тытнӑшӑн айӑпланӑ

Етӗрне районӗн прокуратури вырӑнта пурӑнаканӑн айӑплавне пӑхса тухнӑ.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче пулӑ тытма юраман тапхӑр пирки пӗлсех 62 ҫулти арҫын Сӑр юхан шывӗ патне ҫитнӗ. Унӑн сӗрекине лекнӗ пулӑсен шутӗнче темиҫе тӗрлӗ тӗс те пур. Пурлӑх тӑкакӗ 7 пин тенкӗпе танлашнӑ.

10 Çĕртме, 2020

Пӗр кунта - икӗ пушар

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене яланах асра тытмалла та, анчах ҫынсем ҫакӑн пирки чылай чухне инкек тӳссен ҫеҫ шухӑшласа илеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 722 пушар тухнӑ. Ҫулӑма пула 28 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 35-ӗн суранланнӑ. 42 ҫынна ҫӑлнӑ. Ҫапларах пӗлтереҫҫӗ Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗнче паянхи статистикӑпа паллаштарнӑ май.

10 Çĕртме, 2020

Вăрмансене çĕнĕ техникăпа хӳтĕлĕç

«Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене упрасси» регион проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Ен лесничестви вăрман хураллас ĕçре усă курмалли техникăпа пуянланнă.

Вăрманти йывăçсене пăхса тăма кăçал 5 культиватор туяннă. Вĕсене Улатăр, Йĕпреç. Канаш тата Шупашкар лесничествисене илсе çитернĕ.

8 Çĕртме, 2020

Муркаш районӗнче тӑпра тата шыв тытӑмне тӗрӗсленӗ

Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерствине Муркаш районӗнчен час-часах ҫӑхав килнӗ. Ҫынсем шыв тислӗкпе вараланнишӗн кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ.

Pages