Константин АРЗАМАСЦЕВ

19 Çу, 2015

Фотообъективра - упа!

«Сăрçи» заповедникăн Улатăр вăрманĕнчи лаптăкĕнче 1-2 хăмăр упа пурăнать. Кăçалхи апрелĕн 9-мĕшĕнче пĕри чăтлăхра вырнаçтарнă фотоаппарат объективне лекрĕ /сăнÿкерчĕкре/. Чăн та, пахалăхĕ начар. Çапах Чăваш Ен упи-çке! Сахалинри мар. Хĕл каçнă шăтăкĕнчен тухнă та апат шыраса çÿрет. Юр çинче нимех те тупаймасть.