Иван КРИКОВ

18 Пуш, 2015

«Шурă пир сарса кĕтсе илĕç»

Кăçал Аслă Çĕнтер. пулнăранпа 70 çул çитет. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 400 яхăн çын хутшăннă, вĕсенчен 178-шĕ каялла таврăнайман.

Мана фронтовик-ентешсен кун-çулĕ тахçанах канăç памасть. Акă ман умра - сарăхнă çырусем, тĕрлĕ документ, сăн.керчĕксем...

Малалла сăмах паттăр салтак, вĕри чĕреллĕ, çирĕп чунлă, хисеплĕ механизатор, пирĕнтен 34 çул каялла ĕмĕрлĕхех уйрăлнă, ял-йышра ырă ята тивĕçнĕ Петр Павлович Павлов çинчен пулĕ.