Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

20 Çу, 2014

"Тăван тăрăхшăн тунсăхлатăп"

Пирĕнтен чылайăшĕшĕн чикĕ леш енчи пурнăç юмахри пек хитре те асамлă туйăнать. Анчах туйăнать çеç çав. Ют чĕлхе, культура, пачах урăх йăла-йĕрке - çакă йăлтах малтанхи тапхăрта ура хума пултарать. Çапах чăваш хĕрĕ-каччи ют çĕр-шывра та çухалса каймасть, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе пурнăçри вырăнне тупма ăнтăлать.

17 Çу, 2014

«Халăх хăй хутшăннă ĕçе ытларах хаклать»

Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхне 6 ял кĕрет, 1865 çын пурăнать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров, ку должноçа суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе 2012 çулта йышăннăскер, халăх пурнăçне лайăхлатас тата çăмăллатас тесе нумай тăрăшать. Ертÿçĕ çакнашкал ĕçсене вырăнти çынсене хăйсене те явăçтарма ăнтăлать.

6 Çу, 2014

Чиркÿ вырăнне сăвапларĕç

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Сергий Радонежский çветтуй ячĕллĕ собор чиркĕвне тума уйăрнă вырăна сăвапланă тата хĕрес лартнă çĕре хутшăнчĕ. Пархатарлă çак ĕçе Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ертсе пычĕ, вăлах молебен ирттерчĕ.

Аса илтеретпĕр: 2014 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указне тĕпе хурса Сергий Радонежский çветтуй çуралнăранпа 700 çул çитнине паллă тăваççĕ. Сумлă çак юбилее халалласа пирĕн республикăра та тĕрлĕ мероприяти иртет. Çапах ĕмĕрлĕх асра юлаканни шăпах çак çветтуй ячĕпе хăпартакан собор чиркĕвĕ пулĕ.

30 Ака, 2014

Пушар хуралĕнче - чи хăюллисем, хастаррисем...

Паян, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Раççей пушар хуралне туса хунăранпа 365 çул çитрĕ. Паллă çак пулăма халалласа ĕнер К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

29 Ака, 2014

Пушар хуралĕнче - чи хăюллисем, хастаррисем...

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççей пушар хуралне туса хунăранпа 365 çул çитет. Паллă çак пулăма халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Республика Пуçлăхĕ малтан Хĕрлĕ тÿремре хатĕрленĕ куравпа паллашрĕ: пушарнăйсемпе çăлавçăсен техникипе оборудованине, вĕсем ĕçре усă куракан ятарлă тумтире, хÿтĕлев хатĕрĕсене пăхса тухрĕ.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче тухакан номерĕнче.

Pages