Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

21 Утă, 2014

"Кам тăрăшса ĕçлет - çав лайăхрах пурăнать"

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Елчĕк тата Патăрьел районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма еплерех пынипе паллашрĕ.

18 Утă, 2014

Шыв çăмăлттайлăха каçармасть

Çуллахи шăрăх вăхăтра чылайăшĕ шыв хĕрринче канма, унта ишсе-чăмпăлтатса кĕлеткине уçăлтарма тăрăшать. Çапах кÿлĕ, пĕве, юхан шыв таврашĕ - илĕртмĕш çеç мар, этам сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăн та. "Шывăн турачĕ çук", - тесе ахальтен каламаççĕ.

15 Утă, 2014

Хÿтлĕх шыраса - Чăваш Ене

Иртнĕ вырсарни кун çĕрле Чăваш Республикине Украинăри Донецк тата Луганск облаçĕсенчен 71 çын килсе çитнĕ, çав шутран ытларахăшĕ - ачасемпе хĕрарăмсем. Вĕсене «Контур» заводăн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ вăхăтлăх пунктра вырнаçтарнă.

15 Утă, 2014

"Хĕрлĕ автан" хĕрхенÿсĕр

Республикăри МЧС ĕçченĕсем çынсем пирус туртнă чухне асăрханусăр пулнăран тухакан пушарсен шучĕ ÿснине пăшăрханса пĕлтереççĕ. Туртакансенчен ытларахăшĕ, паллах, ÿсĕр пулнă. Çулталăк пуçланнăранпа çак сăлтавпа 100-е яхăн пушар тухнă, 32 çын вилнĕ, мăкăрлантарма юратакансенчен 23-шĕ суранланнă. "Хĕрлĕ автан" 7 млн ытла тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Танлаштарма: 2013 çулта асăннă сăлтава пула вут-çулăм 88 хут алхаснă, çав синкерсенче 28 çын пурнăçран уйрăлнă, 22-ĕн сиенленнĕ.

14 Утă, 2014

Чăваш çамрăкĕсен инноваци проекчĕсем

Пирĕн çĕр-шывра çулсем çинче кунсеренех инкек тухать, вĕсенче ним айăпсăр çынсем вилеççĕ... Раççейре çеç мар, Египетра, Венгрире, Индонезире, Венгрире те автоавари тăтăшах пулать.

Pages