Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

22 Чÿк, 2014

«Паян - ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах ĕçлесчĕ»

Шăпах çак чĕнĕве тĕпе хурса пурăнать Елчĕк районĕнчи "Рассвет" ЯХПК председателĕ Юрий Мясников. Çавăн пекех вăл райадминистраци пуçлăхĕн Николай Миллинăн сĕнĕвне те - производствăна кашни уйăхра темиçе процент та пулин ÿстерсе пымалла - асра тытса ĕçлет.

21 Чÿк, 2014

Асăрханăр: пăр çÿхе!

Икĕ кăртăш пулăшăн хăрушлăха ан лекĕр.    Çанталăк сивĕтме пуçласан юханшывсемпе кÿлĕсенче пăр ларать. Анчах ун çине вăл çирĕпленсе çитиччен кĕме васкамалла мар, унсăрăн инкек курасси те часах.

20 Чÿк, 2014

"Тăван кĕтесрен лайăххи çук"

Тăван çĕр яланах хăйĕн патнелле туртать, илĕртет, пурăнма тата ĕçлеме вăй-хăват хушать. Çакна Елчĕк районĕнчи Каркаларти Андрей Севриков фермер аван пĕлет. "Тăван кĕтесрен лайăххи çук", - тет вăл.

15 Чÿк, 2014

Вăхăт сĕнекен çĕнĕ меслетсемпе

«Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе лайăх кăтартусем тума пултарчĕ, çитменнине тата экономикăри çирĕплĕх те ĕç вăйĕн кирлĕлĕхне ÿстерме пулăшать.

15 Чÿк, 2014

Петр БЛИНОВ: «Хыпар» хаçат çырăнни - чăвашлăха упрани

Елчĕк почтамчĕн пуçлăхĕ Петр БЛИНОВ - ăслă та анлă тавракурăмлă çын. Пурнăçĕ тăршшĕпех халăхпа тачă çыхăну тытса ĕçлекенскер пĕтĕм йывăрлăха унпа пĕрле чăтса ирттерет, савăнăçне те çынсемпех пайлать. Петр Александрович кашни çĕнĕ куна хаçат-журналпа паллашнинчен пуçлать.

Pages